Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Йӗпреҫ поселокӗнче 13 хваттерлӗ ҫуртра пушар алхаснӑ. Ҫулӑма 2 сехете яхӑн сӳнтернӗ.
Телее, пушарта никам та вилмен. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе, инкек тӳснӗ ҫынсене ЧР Министрсен Кабинечӗн резервӗнчи укҫа-тенкӗпе пулӑшӗҫ.
Ҫуртра нумай ачаллӑ виҫӗ ҫемье пурӑннӑ. Кашнинче — виҫшер ача. Хальлӗхе вӗсем тӑванӗсем патӗнче пурӑнаҫҫӗ. Пушар ҫурт тӑррине йӑлтах сиенлетнӗ. Ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Паян Йӗпреҫ район администрацийӗнче пуҫлӑх пӳлӗмӗнче штаб ларӑвӗ пулнӑ. Унта шар курнӑ ҫемьесем те хутшӑннӑ. Ларура ҫемьесене укҫан пулӑшасси, вӗсене вӑхӑтлӑха ӑҫта вырнаҫтарасси пирки калаҫнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Михаил Игнатьев кун пирки Йӗпреҫ районӗн пуҫлӑхӗпе Сергей Горбуновпа калаҫнӑ.
Нумаях пулмасть 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксем вырӑс чӗлхипе патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытнӑ. Чӑваш Енре 36 пункт ӗҫленӗ. Пур ҫӗрте те видеокамера вырнаҫтарнӑ.
Экзамена федераци инспекторӗсем, общество сӑнавҫисем, Рособрнадзорнӑн специалисчӗсем тимлӗ пӑхнӑ. Кӑҫал аттестат илес тесен сахалтан та 24 балл пухмалла пулнӑ. Экзамен пӗтӗмлетӗвне ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пӗлтерӗҫ.
Вырӑс чӗлхипе экзаменран пилӗк ҫамрӑка кӑларса янӑ. Вӗсем шпаргалкӑран ҫырса илме хӑтланнӑ. Кунашкал тӗслӗхсем Канаш, Патӑрьел, Йӗпреҫ районӗсенче, Шупашкарта пулнӑ. Йӗпреҫ районӗнче харӑсах икӗ ҫынна экзаменран кӑларса янӑ. Экзамена вӗсем ҫитес ҫул ҫеҫ тытайӗҫ.
Совет Союзӗн Паттӑрӗн Алексей Маресьевӑн ятне кашниех пӗлнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл истребитель авиаци полкӗн командирӗ пулнӑ. Вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнче тӑшманӑн 4 самолетне персе антарнӑ. 1942 ҫулта Маресьева ҫапса антарнӑ, аманнӑскер тӑшман ҫӗрӗ ҫине анса ларнӑ. Фронт линийӗ патне 18 талӑк шунӑ. Икӗ урине те татсан протезпа ҫӳренӗ. Кайран хӑй ыйтнипе ӑна, 1943 ҫулта, истребительсен авиаци гварди полкне янӑ. Вӑл тата 7 самолета персе антарнӑ.
Паттӑр летчика шӑпа Йӗпреҫ районне илсе ҫитернӗ. Кунта вӗҫев шкулӗ пулнӑ. Икӗ урине те татнӑ хыҫҫӑн шӑпах унта вӑл ҫӗнӗрен вӗҫме вӗреннӗ.
Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ. Ӑна халалласа Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче авиаци слечӗ иртнӗ. Слета хутшӑнакансем Канаш районӗнчен вӗҫсе иртсе шкул ачисемпе тӗл пулма шухӑшланӑ. Ачасене Маресьевӑн паттӑрлӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Шӑпӑрлансем Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов пирки те пӗлнӗ.
Алексей Маресьев Волгоград облаҫӗнче ҫуралнӑ пулин те йӗпреҫсем ӑна хӑйсен Геройӗ вырӑнне йышӑнаҫҫӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи ҫӗрсене пушӑ вырттарасшӑн мар. Асӑннӑ муниципалитета ертсе пыракан Сергей Горбунов кӑҫал 3 пин гектара пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртме тӗллев лартнӑ. Ӗҫ хӑвӑртлӑхне тишкерсен, шухӑшлани пурнӑҫланассӑн туйӑнать.
Ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ усӑ курман ҫӗрсене Хурӑнлӑх, Шӑрттан, Ирҫе Ҫармӑс, Пучинке, Эйпеҫ ял тӑрӑхӗсенче сухаласа пӗтернӗ те ӗнтӗ. Ҫак эрнере, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Хурамал ял тӑрӑхӗнчи «Синтез-Агро» тулли мар яваплӑ обществӑн ҫӗрӗсене Ремис Мансуров хресчен-фермер хуҫалӑхӗ сухалама тытӑннӑ. Пӗтӗмпе унӑн 430 гектар ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмелле. Анчах йӑлтах ҫуркунне акса пӗтереймӗҫ. Ҫуртрисене фермер 150 гектар акма палӑртать. Ытти лаптӑка кӗрхи культурӑсем валли хатӗрлеме шухӑшлаҫҫӗ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, чӑваш телекуравӗнче пӗчӗк мар йӗр хӑварнӑ Вячеслав Тимуков вилсе кайнӑ. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Сергей Павловӑн ҫумӗ пула тӑрӑшнӑ.
Паллӑ журналистпа ыран, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Мускав проспекчӗн 43б ҫуртра (музучилище хыҫӗнчи «Ритуальные услуги») 12:00 сехетре сывпуллашӗҫ. Кун пирки пире Олег Михайлович Цыпленков пӗлтерчӗ.
Тимуков Вячеслав Николаевич 1955 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Хурамал ялӗнче ҫуралнӑ. 1972–1977 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗнче пӗлӳ пухнӑ. Аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Йӗпреҫ районӗнчи «Ҫӗнтерӳшӗн» хаҫатра ӗҫленӗ. Ун хыҫҫӑн «Советская Чувашия» хаҫатра вӑй хунӑ. «Чӑваш Ен» телерадиокомпанине малтанах ахаль телекорреспондент пек лекнӗ. Каярах ӑна председатель ҫумне лартнӑ. Вячеслав Николаевич арӑмӗпе пӗрле икӗ ывӑл пӑхса ӳстернӗ. Ҫавӑн пекех вӑл «ЛИК» журналӑн редколлеги пайташӗ шутланнине асӑнма пулать.
Республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсем, фермерсем, уйрӑм хушма хуҫалӑх тытакансем ака-суха ӗҫӗпе малалла ҫине тӑраҫҫӗ. Хӑш-пӗр хуҫалӑхра тӗш-тырра акса пӗтерме те ӗлкӗрнӗ. Ҫӗрулми тата пахчаҫимӗҫ лартакансем те пур.
Вӑрманҫӑсен те ҫак тапхӑрта хӗрӳ тапхӑр пулнӑ. Йӗпреҫ вӑрман хуҫалӑхӗн питомникӗнче, акӑ, хыр вӑрри акнӑ. Ку ӗҫе вӑрманҫӑсем икӗ кун маларах, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, вӗҫленӗ. Хыр вӑрри Ҫутҫанталӑк министерствин «Лесцентр» хысна учрежденийӗ хушнипе 0,3 гектар лаптӑка йышӑннӑ.
Вӑрлӑха тӗрлӗ микроэлементпа апатлантарнӑ, кайран СЛУ-2-20 маркӑллӑ сеялкӑпа акнӑ. Ытти техникӑна та ку ӗҫе явӑҫтарнӑ. Ҫамрӑк хунава тепӗр икӗ ҫултан куҫарса лартӗҫ.
Ӗнер, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, Йӗпреҫ районӗнчи Энтриел ялӗнчи арҫын пахча сухаланӑ чухне снаряд евӗр асӑрханӑ. 30 сантиметр тарӑнӑшӗнче выртаканскер пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Пуҫиле шыравра ӗҫлекенсем ОМОН специалисчӗсене те чӗннӗ. Снарядлӑ пахчапа юнашар пурӑнакансене те вӑхӑтлӑха эвакуациленӗ. Тупнӑ япала зенит пушкин артиллери снарячӗ пулнине палӑртнӑ.
Йӗрке хуралҫисем снаряд Энтриелти пахчана епле лекни пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Кил хуҫи пӳрте 2008 ҫулта туяннӑ иккен. Асӑннӑ лаптӑка маларах вӑл сухаламан. Унчченхи кил хуҫисем халӗ ҫук та-мӗн — вӗсем вилнӗ.
ОМОН специалисчӗсем тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, снаряд ҫӗр ӑшӗнче 1943 ҫултанпа выртма пултарнӑ.
Ӑна ӗҫлеттерсе яракан механизм тутӑхса пӗтнӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче самолетпа вӗҫме вӗрентекен вӑрттӑн шкул пулнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче пурӑнакан пӗр арҫын ҫуртран наушник тата пейнтболла вылямалли перчетке ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ.
Александр Исаков следователь каланӑ тӑрӑх, килте вӑрӑ-хурах пуррине хӗрарӑм, арҫыннӑн амӑшӗ, сиснӗ. Ку ывӑлӗ килнӗ тесе вӑл ун патне пынӑ. Ывӑлӗ мар иккен, утиял айне темӗнле ӳсӗр арҫын пытаннӑ-мӗн.
Утиял айӗнчи 18 ҫулти каччӑ пулнӑ. Вӑл унччен те судпа айӑпланнӑ. Ӑна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Вӑлах тепӗр ҫынсен канистрӑри дизельне тата укҫа вӑрлама пултарнӑ. Каччӑ ун чухне, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, ҫуртсен алӑкне хупманнипе усӑ курса кӗме пултарнӑ.
Чӑваш Енре паян пеликан курнӑ. Ӑна Валерия Никифорова орнитолог Йӗпреҫ районӗнче асӑрханӑ. Кайӑка ларнӑ ҫӗрте ӳкерсе ӗлкӗреймен, анчах вӑл ҫӳл тӳпене хӑпарсан вӑл кадра лекнӗ.
Пеликана курнине орнитологсем хӑпартланса каласа кӑтартнине ӑнланма пулать. Раҫҫейӗн Хӗрлӗ кӗнекинчи ҫак вӗҫенкайӑка пирӗн тӑрӑхра юлашки хутчен 200 ҫул каялла кӑна асӑрханӑ иккен.
2009 ҫулта вара пирӗн тӑрӑхра кӗрен фламинго вӗҫсе иртнине асӑрханӑ. Ку вӑл — архивра ҫырса хӑварнисем тӑрӑх хакласан. Пеликан пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна вӗҫсе ҫӳрекен кайӑк шутланать. Унӑн йӑва ҫавӑракан чи ҫывӑх вырӑнӗ — Атӑлӑн анат тӑрӑхӗ.
Сунарҫӑсене Чӑваш Енре ҫӑмлӑ чӗрчунсене пеме нарӑс уйӑхӗнчех чарнӑ. Анчах хӑш-пӗр районта кашкӑрсене тытма пӑрахман-ха. Вӗсен йышӗ ӳснипе ҫыхӑннӑ ҫакӑ.
Кӑҫалхи сезонта Вӑрнар районӗнче 15 кашкӑра персе вӗлернӗ. Унта «тукмак хӳресем» кил хуҫалӑхӗсене час-часах тапӑнаҫҫӗ, килти чӗрчунсене ҫиеҫҫӗ. Кашкӑрсен йышне йӗркене кӗртес тесе вӗсене тытма чарман-ха.
Кашкӑрсем вӑкӑра, сурӑха кӑшласа янӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Сунар вӑхӑтӗнче вӗсем йытӑсене те тапӑнаҫҫӗ. Йытӑ вӗрет ҫеҫ — шӑпланать. Сунарҫӑ вырӑна ҫитнӗ тӗле ҫӑм чӑмакки ҫеҫ юлать.
Кашкӑрсене Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ районӗсенче тытнӑ. Вӗсене ҫу уйӑхӗчченех пеме ирӗк панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |